Чĕвĕлти чĕкеç – 2019
- Admin
- 11 февр. 2019 г.
- 1 мин. чтения
Ачаш та çепĕç-çке чĕлхи! Инçе çĕрте ăна илтеттĕм: Кĕсле янратнă хĕлĕх-и, Чĕкеç чĕвĕлтетет-и?– теттĕм. Ачаш та çепĕç-çке чĕлхи! П.Хусанкай
Кашни çулах нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче чăваш чĕлхине юратакансемшĕн „Чĕвĕлти чĕкеç” вăйă-конкурс иртет. Ку вăйă-конкурса Раççейри пĕтĕм чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.
Чĕлхе пĕлĕвĕ чылай шкул ачишĕн кичем те тунсăх йĕрке пек туйăнать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, «кичем те йывăр» ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси. Ачасем валли 30 ыйту хатĕрлесе панă. Вăйă-конкурсăн ыйтăвĕсемпе ĕçĕсем пĕтĕмĕшле кăсăклă, вĕсене «ăслă» ачасем çеç мар, чылай шкул ачи шĕкĕлчеме пултарать.
Йăлана кĕнĕ ăмăртăва 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче ман класри вĕренекен 3 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме шутларĕç.
Ачасен хуравĕсем тĕрĕс пуласса, малти вырăнсене йышăнасса шанатпăр.

Comments