top of page
Поиск

Неделя чувашского языка

  • Фото автора: Admin
    Admin
  • 21 февр. 2019 г.
  • 1 мин. чтения

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Ачасем хушшинче «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» ятпа викторина вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕншĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.

Ачасем чăваш тата вырăс халăх юмахĕсем тăрăх тĕрлĕ Ÿкерчĕксем туса тĕлĕнтерчĕç. Кашни ача юмаха хăйне майлă ăнланать, тĕрлĕ куçпа пăхать. Çавăнпа та ÿкерчĕкĕсем те тĕрлĕрен. Ку ĕçе ачасем хаваспах пурнăçларĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури эрнинче шкулăн библиотекинче кĕнеке выставки ĕçлерĕ. Кунта юлашки вăхатра чăвашла пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе ачасем паллашма пултарчĕç. Библиотекарь ачасене библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.


 
 
 

Comments


Избранные посты
Проверьте позже
Когда посты будут опубликованы, вы увидите их здесь.
Недавние посты
Архив
Поиск по тегам
Мы в соцсетях
  • Facebook Basic Square
  • Twitter Basic Square
  • Google+ Basic Square

Звоните

 ​+7 (83544) 39 2 18

Пишите

el16aver77@mail.ru

Заходите

  • Facebook Clean
  • Twitter Clean
  • White Google+ Icon

© 2017 Елена Аверьянова.
Сайт создан на 
Wix.com
 

bottom of page